Воскресенье, 19.05.2024, 14:44
Сайт учителя физической культуры Мышевой Ларисы Ивановны
 
Меню сайта

Категории раздела
Мои файлы [26]

Главная » Файлы » Мои файлы

Иван Вутлан
24.02.2016, 17:30

http://а Иван Вутлан ҫыравҫӑ Иван Вутлан ҫыравҫӑ Виҫӗмкун Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташне, СССР Писательсен союзӗ пайташне Иван Вутлан ҫыравҫӑна юлашки ҫула ӑсатнӑ. 76-мӗш ҫулпа пыракан ҫыравҫӑ пурнӑҫран нарӑсӑн 20-мӗшӗнче уйрӑлнӑ. Иван Тимофеев Пермь облаҫӗнчи Мӑн Уса ялӗнче 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче иртнӗ. Шупашкарти Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ют чӗлхесен факультетӗнче вӗреннӗ. 1962 ҫулта ӑна Совет Ҫарне илнӗ. Хӑйӗн интернациллӗ тивӗҫне ҫав вӑхӑтри чи хӗрӳ вырӑнсенче, Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫӗршывсенче (Египтра, Йементе, Алжирта, Сиринче) пурнӑҫланӑ. Ӑна «Ҫарти хастарлӑхшӑн», «Ҫапӑҫури паттӑрлӑхшӑн» медальсемпе наградӑланӑ. 10 ҫул хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑннӑ. Учительте, шкул директорӗнче, республика правительствинчи тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пынӑ.

Категория: Мои файлы | Добавил: mysheva_larisa
Просмотров: 681 | Загрузок: 0 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 5

Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz

  • Статистика

    Онлайн всего: 1
    Гостей: 1
    Пользователей: 0

    Copyright MyCorp © 2024Бесплатный хостинг uCoz